Паян М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Унта 6 ҫулти ача шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" малта пыракан "вуннӑмӗш" машина ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ вара "Волгӑна" пырса тӑрӑннӑ. Авари дистанцие пӑхӑнманнипе пулнине палӑртнӑ. ГАЗ-3110 машинӑра хыҫалти ларкӑч ҫинче автокреслӑра ларнӑ 6 ҫулти хӗрача аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫуса тӑрать. Паян 16 сехетсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗрер Именкасси ялӗнче пӑр ҫунӑ. Ҫакна ҫынсем видео, сӑн ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Пӑр пӑрҫаран кӑшт пысӑкрах ҫунӑ.
Каласа хӑварар: синоптиксем ҫитес кунсенче те вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Вырсарникун ҫӗрӗпех ҫумӑр ҫума пултарать.
Ҫӗрпӳ районӗнче «Уй кунӗ» пуҫланнӑ. Аграри уявне 17 регионтан 80 яхӑн компани килнӗ. Беларуҫрен те ҫитнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Уй кунӗ» Михайловка ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте иртет. Кӑҫал унта ял хуҫалӑх культурин 240 ытла сортне кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ техникӑпа паллаштарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх производителӗсем валли ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Палӑртмалла: ҫак аграри уявне 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫулсем ҫине камерӑсем татах та вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртма май параҫҫӗ. Камерӑсем пуртан водительсем йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пумасть ҫӗнӗрен 7 ҫӗрте камерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем ҫак вырӑнсенче: Элӗк районӗнчи «Тури Хурасан» чарӑну патӗнче; М-7 ҫул ҫинче — Лапсар тӗлӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Хӗрлӗту» чарӑнура, Куславкка районӗнче харӑсах икӗ комплекс: Энтри Пасар тата Ҫӑкалӑх тӗлӗнче; «Сӑр» ҫул ҫинче — Етӗрне районӗнчи «Уйкас Асламас» тата «Автанҫырми»
чарӑнусенче.
Ҫӗрпӳ районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ те Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округра хуҫасӑр газ пӑрӑхне асӑрханӑ. Ку тӗлӗшпе ҫитменлӗхе пӗтерме сӗнӳ янӑ.
Хуҫӑсӑр газ пӑрӑхӗ Тавӑшкассинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 2014 ҫулта ҫӗр ӑшне чавса хурса вырнаҫтарнӑ. Унтанпа тӑхӑр ҫул иртнӗ пулин те ҫак газ пӑрӑхне ниҫта та учета тӑратман, куҫман пурлӑха регистрацилемен. Ҫак сӑлтава пула «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑн Ҫӗрпӳ хулинчи филиалӗ ӑна тӗрӗслес е юсас тӗлӗшпе нимӗн те тӑваймасть. Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан ҫакӑ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Прокуратура муниципаллӑ округӑн администрацине ку ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Ҫӗрпӳри тӳре-шара халь ҫак сӗнӳпе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри тепӗр 6 ҫамрӑк информатикӑпа тата акӑлчан чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100-шер балл пухнӑ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.
Информатикӑпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗнчи Максим Иванов, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Никита Патшин, тӗп хулари 2-мӗш гимназири Дмитрий Фомин, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Даниил Кузнецов чи нумай балл илнӗ. Акӑлчан чӗлхипе Шупашкарти 4-мӗш гимназири Илья Наумов, Шупашкарти 47-мӗш шкулти Анна Алексеева палӑрнӑ.
Элӗк, Ҫӗмӗрле тат Ҫӗрпӳ районӗсенче кустӑрма ҫинчи автоклуб ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӗнер вӗсен уҫҫисене тыттарнӑ.
Автоклубсене «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Вӗсенче пуҫтарса сӳтмелли сцена, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, сасӑ тата ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, коллективри 15 ҫын валли вырӑн пур. Ҫавӑн пекех генератор ӗҫлет, вӑл автоклуба 4 сехет электроэнергипе тивӗҫтерме пултарать.
ЧР Культура министерстви шантарнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал куҫса ҫӳрекен клубсем кашни районтах пулмалла.
Ҫӗрпӳ районӗнчи тухтӑрсем утарҫӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Арҫынна вӗлле хурчӗ сӑхнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ял ҫынни тӑн ҫухатнӑ. Ун патне, юрать, вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини пырса ҫитнӗ.
Анафилакси шокӗ пулнӑ этем тухтӑрсем пырса ҫитнӗ ҫӗре сывлама пӑрахса ӗлкӗреймен, юн тымарӗсем те ҫывӑрса каяйман. Шурӑ халатлисем ятарлӑ катетер лартса гормонсем янӑ, кислородпа сывлаттарма тытӑннӑ, унтан тӗрлӗ эмел шӗвекӗ тумлатма пуҫланӑ. Юн пусӑмӗ 90/55-е хӑпарса ҫитсен сывлӑш ҫулне уҫса ярса аллергирен препаратсем янӑ.
Ҫапла вара Дина Никитина фельдшерпа Раиса Иванова медсестра ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи "Строиндустри" тата "Вишенка" сад юлташлӑхӗсене хир сыснисем иленнӗ. Ҫынсенчен хӑрамаҫҫӗ, вӗсем апат шыраҫҫӗ.
Иккӗмӗш кун ӗнтӗ хир сыснисем сад юлташлӑхӗсенче пахчана кӗрсе ыхрасене, тюльпансене, сухансене тӑпӑлтараҫҫӗ. Йытӑсем валли хӑварнӑ апата та ҫисе яраҫҫӗ. Хӑйсем ҫынсене тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ачисемшӗн куҫарса паман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма суд тунӑ, ӑна колони-поселение 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.